Ку хыпара Ҫӗнӗ ҫул умӗнчхи ӑнӑҫлах мар шӳт вырӑнне йышӑнма кирлӗ мар. Вӑхӑтра штраф тӳлемесен ним те мар шӑпӑр тыттарӗҫ.
Шупашкарти 22 ҫулти арҫын ҫакна ӑнланса илме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫамрӑк кӑҫалхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче административлӑ саккуна пурӗ тӑватӑ хутчен пӑснӑ. Штрафӗ ун 2100 тенке ҫитсе кайнӑ. Анчах унпа вӑл вӑхӑтра татӑлма шутламан. 60 кун иртсен арҫын тӗлӗшпе административлӑ тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — вӑхӑтра тӳлемен штрафшӑн. Мировой судья ӑна тӑхӑр талӑклӑха хупса хумалла тата 50 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫула урам шӑлса кӗтсе илес килмесен штрафпа вӑхӑтра татӑлмалла теҫҫӗ суд приставӗсем.
Ҫӗнӗ Ҫул ҫитрӗ. Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем вара ачасем валли парне тӑвас шухӑшпа Хӗл Мучипе Юрпике тумне тӑхӑнса ял урамне тухрӗҫ.
Чӑн та урам варринче Хӗл Мучипе Юрпикене курасса ачасем шанман та пулӗ, анчах акӑ вӗсем, сан умрах иккен! Тата ахаль тухман, Ҫӗнӗ Ҫул саламӗсем илсе килнӗ! Шӑпӑрлансем та маххӑ памарӗҫ — Хӗл Мучине хӑйсем пӗлекен сӑвӑсене каласа пачӗҫ. Юрласа паракансем те пулчӗҫ.
Хӗл Мучипе Юрпике ватӑ ҫынсем патне кӗрсе тухма манмарӗҫ. Нумай ачаллӑ кил-йышсем вара вӗсенчен парне илме тивӗҫ пулчӗҫ.
Ашшӗ-амӑшӗсене те, ача-пӑчана та кунашкал уяв туса пани кӑмӑла кайрӗ.
Сӑнсем (6)
Хӗрлӗ Чутай районӗн Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи пӗчӗккисен уявӗ питӗ хаваслӑ иртрӗ. Кунта тӗрлӗ сӑвӑ, юрӑ, юмах янӑрарӗ. Уява Трифонова Р.Н., Паркина Л.А.. Васильева С.Н., Васильева М.В. воспитательсем ҫӳллӗ шайра хатӗрленӗ.
Курма пыракансем те, уява хутшӑнакансем те питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Хӗл Мучи пурне те пӗчӗк кучченеҫсемпе сӑйларӗ.
Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!
Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлать!
2012 ҫул хӑшӗ-пӗришӗн, тен, йывӑр пулчӗ, хуйхи-суйхине те сахал мар чӑтрӗҫ пулӗ. Ҫавах та япӑх пулӑм кив ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта лайӑххи кӑна пулӑр!
Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!
Ҫапла пултӑр!
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен ячӗпе саламлатӑп!
Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗҫленекен ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетесси, мӗн тунине хакласси, малашлӑх валли плансем тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
Тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп: тӗп макроэкономика кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Ен каллех ҫӗр-шывӑн чи ӑнӑҫлӑ регионӗсен шутне кӗчӗ. 2012 ҫулта эпир бюджет укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас, пӗчӗк бизнес аталанӑвӗ валли лайӑх условисем йӗркелес, экономикӑра тата бюджет сферинче ӗҫ укҫине ӳстерес, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, пӗчӗк тупӑшлисене, ветерансене патшалӑх енчен пулӑшассине вӑйлатас тӗллевлӗ политика тытса пытӑмӑр. Обшествӑпа администраци енчен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине, вӑхӑтра комплекслӑ мерӑсем йышӑннине пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене сӑлтавсӑр ӳстерме памарӑмӑр.
Ӗҫ стажӗ 40 тата 45 ҫула ҫитнӗ аслӑ ҫулсенчи 20 пин ытла ҫын «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ят тата хушма ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курмалли право илчӗ.
2012 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене республикӑн 100 пин тенкӗпе танлашакан амӑшӗн капиталне тӳлетпӗр, ӑна кӑҫал 1,5 пине яхӑн ҫемье илнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чӑрӑшсене сыхлассине вӑйлатнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем йӗрке хуралӗсемпе пӗрле лӑсӑллӑ вӑрмансене тӗрӗслеҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче ятарлӑ постсем йӗркеленӗ. Республикӑра вӗсем 41. Унта чӑрӑш турттаракан машинӑсене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ирӗк илмесӗр йывӑҫсене касакансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек пӗр тӗслӗх пулнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗн ҫумӗ Анатолий Яковлев каласа панӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрман хуҫалӑхне 10 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр тунӑ. Ун пирки халӗ пуҫилле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнманнисене административлӑ майпа та айӑплаҫҫӗ. Пӗр чӑрӑшшан 3-3,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, организацисен вара 50-100 пин тенкӗ кӑларса хума тивет. Ҫӗнӗ ҫул ытлашши хакла ан лартӑр тесен уяв йывӑҫҫисене сутӑн илнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук. Чӑрӑшсене вӑрман хуҫӑлӑхӗсенче, пасарсенче тата ятарлӑ вырӑнсенче туянма пулать.
Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паян Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗ иртрӗ. Уява шкул ачисем, вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗ вӗренӳ чӗрӗкӗ вӗҫленсе пынӑ май ачасене хаваслӑх самай кӳчӗ. Шкулта вӗренекенсем хӑйсем те ӑна интереслӗ ирттерес тӗлӗшпе нумай тӑрӑшрӗҫ — ятарлӑ тумсем ҫӗлерӗҫ, сӑвӑсем вӗренчӗҫ, уяв программине хатӗрлеме хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ Ҫула чипер кӗтсе илессишӗн, Хӗл Мучин (9-мӗш класс вӗренекенӗ Евгений Андрюшечкин) парнисене илессишӗн ачасен чылай тӑрӑшмалла пулчӗ — пурте пӗрле йыхравламасӑр Хӗл Мучи килмест иккен, Ашапатман карчӑкне те сӑтӑр тӑвасран хӑваламалла, Юрпикене (9-мӗш класс вӗренекенӗ Оксана Леонтьева) те ҫӑлмалла. Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем те хӑйсене маттуррӑн кӑтартрӗҫ — 2-3 классенче вӗренекенсем чӑвашла юмах лартса пачӗҫ, хӑйсен тӑван чӗлхине юратнине кӑтартрӗҫ.
Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗн иккӗмӗш ҫурринче вара дискотека пулчӗ — аслӑрах классенче вӗренекенсем юрӑ-ташӑпа киленчӗҫ.
Яндакова Наталья Ҫӗмӗрле хулинчи 6-мӗш шкулта, 8-мӗш классра тӑрӑшать. Ҫӗмӗрлери шкулсенчи чи аван вӗренекенсенчен пӗри вӑл. Хӗрача хӑй пултаруллӑхне кӑтартман вырӑн та тупма йывӑр. Шахмӑтра, каратэ тата туризмра, биологи та экологире, литература тата ӳкересси енӗпе — пур ҫӗртре те хастар хӗр малти вырӑнсенче. Мӗн тӗрлӗ Ҫӗнтеру хучӗсем ҫук пулӗ унӑн. Шупашкартан, Мускавран тата ытти пысӑк хуласенчен, ҫӳллӗ вырӑнсенчен.
Наташа Кремль Чӑрӑшне хутшӑнни пире питӗ савӑнтарать те мӑнаҫлантарать. Нумайрах пултӑрччӗ Яндакова евӗр ачасем Чӑваш Енре!
Чӑваш Енри чи пултаруллӑ та хастар ачасем юмах тӗнчине лӗкӗҫ. Олимпиадӑсен, спорт ӑмӑртӑвӗсен, тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисем, ҫавӑн пекен пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лӗкнисем Элтепӗр ячӗпе ирттерекен Ҫӗнӗ ҫул уявне хутшӑнӗҫ. Вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртет.
3 кун хушшинче уяв чӑрӑшӗ хӑй тавра 2 пин ачана пухӗ. Вӗсем валли анлӑ программа хатӗрленӗ: «Алые паруса» («Кӗрен парӑс») музыка спектаклӗ курма пултарӗҫ, Хӗл Мучипе тата Кӗл пикепе пӗрле хаваслӑ уяв картине тӑрӗҫ. Кашниех Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ ятӗнчен салам хутне тата Ҫӗнӗ Ҫул парнине тивӗҫӗ. Унран та ытларах уяв пур ачана та савӑнӑҫ тата асамлӑх парнелессе шанаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем.
Хаклӑ хӑнасем, сайтҫӑсем, чӑвашлӑхшӑн ырми-канми ӗҫлекенсем!
Сире пурне те ҫитсе пыракан 2011 ҫул ячӗпе саламлатпӑр! 2011 ҫул хӗвелтухӑҫ гороскопӗпе кушак/кролик ҫулӗ пулать.
Ҫӗнӗ ҫул сире ыррине ҫеҫ кӑтарттӑрччӗ, ывӑррине чӑтса ирттерме вӑй патӑрччӗ. Кӳрӗнтернине каҫарӑр, ырӑ тӑвакана — вӑй ырӑ самах каласа хӑват парӑр. Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑ ӗмӗтсемпе кӗтсе илмелле пултӑр, начарри кивӗ ҫулта юлтӑр. Пурнӑҫра телей, ӗҫре ӑнӑҫу, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ сунатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |